Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Шупашкар

Ҫурт-йӗр

Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.

Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.

Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.

Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.

12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.

 

Тӗнче тетелӗ
Алена Иванов тунӑ сӑн
Алена Иванов тунӑ сӑн

Икӗ уйӑх каялла Германири Филипп Риталер Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел модулӗсен савутне командировкӑна килнӗ. Вӑл ун чухне «баханкӑна» — «УАЗ Комби» маркӑллӑ машинӑна — килӗштернӗ.

Нумаях пулмасть Филипп каллех Чӑваш Ене килнӗ. Хальхинче вӑл ҫав машинӑна туянма самолетпа вӗҫсе ҫитнӗ. Вӑл ӑна 650 пин тенкӗпе туяннӑ. Германире кунашкал класлӑ машинӑсем икӗ хут хаклӑрах-мӗн.

Филипп Риталер Германие самолетпа мар, «буханкӑпа» каясшӑн. Унта ҫитмешкӗн — 3 пин ытла ҫухрӑм. Анчах ку нимӗҫе шиклентермест. Унта вӑл машинӑна сӑрласшӑн, хӑтлӑлатасшӑн. Кайран тусӗсемпе Европӑна ҫулҫӳреве каясшӑн.

Филипп Чӑваш Ене тек килмӗ. Кунта туяннӑ «баханка» ӑна пирӗн республика пирки аса илтерӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/41131
 

Хулара

Хӗрарӑм ачине пульницӑра хӑварнӑ. Хӑй килсе те курмасть. Пациентсем ача шӑпишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ.

Ултӑ уйӑхри ача пульницӑра виҫӗ уйӑх выртать ӗнтӗ. Унӑн амӑшӗ тухса тарнӑ та килсе те курӑнман. Пульницӑра выртакан хӗрарӑмсем пӗчӗкскер ҫине пӑхса шеллеҫҫӗ. Вӗсен чунӗ ыратать.

Пульница ӗҫченӗсем ачана пӑхаҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ. Амӑшӗ килсе курӑнмасан пӗчӗкскере урӑх ҫемье хӑйӗн хӳттине илӗ. Ҫакна тума хатӗр ҫемьесем хулара пур.

Хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарас ыйтӑва судра пӑхса тухмалла. Хальлӗхе ача пульницӑрах юлать, ӑна унта лайӑх пӑхаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41133
 

Раҫҫейре
Ольга Портнова Игорь Дадиани хатӗрленӗ тумпа
Ольга Портнова Игорь Дадиани хатӗрленӗ тумпа

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мускавра «Раҫҫей мисӗ—2017» наци конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Шурӑ ылтӑнран хатӗрленӗ, 1 миллион доллар тӑракан коронӑна тивӗҫме тата тӗнчери илемлӗх конкурсӗсене хутшӑнма Чӑваш Енри тӑватӑ пике тӗмсӗлнӗ. Ҫавсен шутӗнче — 19 ҫулти Анна Антонова (ӑна Чӑваш Енрен тесе паллаштарчӗҫ), 20-ри Анастасия Рыжкова сцена ҫине Шупашкар ячӗпе тухрӗ, 23-ри Кристина Андреева — Ҫӗнӗ Шупашкар ячӗпе. Чӑваш патшалӑх университетӗнче психолога вӗренекен Ольга Портнова та конкурса хутшӑннӑ. Иркутскра ҫуралнӑ пике хӑйӗн тӑван хулин ячӗпе конкурса хутшӑннӑ.

«Раҫҫей мисӗ» ята Свердловск облаҫӗнчи Полина Попова ҫӗнсе илнӗ. Ӑна 3 миллион тенкӗ укҫа тата автомобиль парнеленӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗ пикене тӗнчен кирек хӑш ҫӗршывӗнче вӗренме май туса параҫҫӗ. Анчах кӑҫалхи ҫӗнтерӳҫӗ Раҫҫейрех вӗренес шухӑшлине пӗлтернӗ.

 

Политика

Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ-и? Ҫак ыйту ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталне тишкерсен ҫуралать. Хулан официаллӑ сайтӗнчен ертӳҫӗ пирки информаци ҫухалнӑ.

Халӗ унта хула администрацийӗн тивӗҫӗсене Ольга Чепрасова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать тесе ҫырнӑ. Вӑл унччен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.

Гугл кэшне пӑхас-тӑк, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче улшӑнусем паян пулнӑ. Пуҫлӑха, Игорь Калиниченкӑна, ӗҫрен кӑларни пирки хальлӗхе официаллӑ хыпар ҫук-ха. Игорь Борисович ку должноҫра нумай вӑхӑт ларман.

 

Хулара

Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти психиатри пульницинчи пациент тухса тарнӑ. Унӑн пӗр тӑван ҫеҫ, вӑл та пулин арҫын ӑҫта пулнине пӗлмест. Психика тӗлӗшӗнчен сывӑ мар ҫынна тупмашкӑн пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

Алехин Виктор Вячеславович суя сӑлтав тупса пульницӑран тухса тарнӑ. Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, арҫын шӑл ыратать тесе каланӑ. Ӑна Пионерсен урамӗнчи стоматологи поликлиникине илсе кайнӑ.

Арҫын тухтӑр патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн тарнӑ. Вӑл хӑйне алӑра тытма пӗлмест: ҫынсене ҫапать, ҫӗмӗрет. Арҫынна куракансене 8-960-309-89-02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Тухса тарнӑ пациент 168 сантиметр ҫӳллӗш, кӑштах туллирех, уксахлать. Хура дубленка, кӑвак трико, ҫутӑ хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41085
 

Республикӑра

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑксем пӑр ҫинче выляма шухӑшланӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ахальтен каламан ваттисем. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен.

Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехет 35 минутра пулнӑ. Атӑл хӗрринче патрульте тӑракансем ултӑ ҫамрӑк пӑр катӑкӗсем ҫине кӗрсе кайнине, вӗсем унта вылянине асӑрханӑ. Пӑр катӑкӗ ҫинче тӑракан икӗ каччӑна юханшыв варрине илсе кайма тытӑннӑ. Кун пирки ҫӑлав станцине тӳрех пӗлтернӗ.

Пӑр ҫинчен теприн ҫине сикме май пур чухне ҫамрӑксене вӑрӑм патак тӑсса панӑ. Анчах лешсем хытса тӑнӑ, мӗн тумаллине пӗлмен. Юрать, пӑр катӑкне ҫыран хӗрринерех шутарма май килнӗ. Ҫапла ҫамрӑксем ҫӑлӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41054
 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкарти хӑш-пӗр вырӑнта ятарлӑ автоматсем сӗт сутассине темиҫе ҫул каяллах йӗркеленӗччӗ. 2013 ҫулта ӑна пӗр фермер (рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пуҫарнӑччӗ. Ун чухне вӑл Чехире 8 сӗт автомачӗ туянса тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑччӗ.

Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑхӗнчи ҫак продукцие ҫынсӑрах сутакан хатӗрсене фермер Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара вырнаҫтарнӑ.

Фермерӑн кунне 1,5-е яхӑн тоннӑна сӗт сутӑнать. Пӗр литрӗшӗн вӑл 35 тенкӗ ыйтать.

Фермер ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗткоматсене тин ҫеҫ сунӑ продукци кунсерен пырса тӑрать. Ӑна талӑкӗпех туянма пулать. Сӗте фермер Тӑвай районӗнчи хуҫалӑхран илсе килет-мӗн.

Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта 12 автомат вырнаҫтарнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — тӑваттӑ. Туянас текенсем тата йышлансан ӑслӑ аппарата усламҫӑ-фермер тата та туянма хатӗр.

 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти лапамра Пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ иртнӗ. Кӑҫалхине шутласан, пирӗн республика ку акцие пиллӗкмӗш хут хутшӑннӑ.

Кӑҫал вырӑс чӗлхипе диктант ҫырмашкӑн 600 ытла ҫын килнӗ. Халӗ филологсен команди мӗнпур ӗҫе тӗрӗслет. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пӗтӗмлетӳ ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Унпа Пӗтӗм вырӑссен диктанчӗн официаллӑ сайтӗнче паллашма пулать.

Диктантра миҫе паллӑ илнине И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна пырса та пӗлме май пур. 434-мӗш аудиторие кӗмелле.

Аса илтерер: Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ.

 

Спорт
Пӗлтӗрхи велочупара. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн
Пӗлтӗрхи велочупара. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн

Космонавтика кунне халалласа Ҫӗнӗ Шупашкарта «108 минут» велучупу ирттерӗҫ. Акципе килӗшӳллӗн, велосипедпа ҫула тухакансем 108 минут чупӗҫ.

Мероприяти ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Собор лапамӗнче пуҫланӗ. Велосипедпа 10 сехет ҫурӑра кӗтеҫҫӗ. Ҫула шӑп та лӑп 11 сехетре тухӗҫ.

Мӗншӗн шӑпах 108 минут? Юрий Гагарин космосра ҫавӑн чухлӗ пулнӑ. Ҫапла майпа велочупу 12 сехет те 48 минутра вӗҫленӗ.

Спортсменсем Ҫӗнӗ Шупашкартан Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитӗҫ. Ҫул ҫинче 4 вырӑнта чарӑнса канӗҫ. Кун хыҫҫӑн музей комплексӗн экспозицийӗпе паллашӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/afisha/41002
 

Страницӑсем: 1 ... 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, [118], 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, ... 188
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи